Йӗпреҫ районӗн картти |
Районӑн 3/4 пайӗ (е 73 га) — вӑрмансем. 26 гектар ҫинче тырӑ-пулӑ туса илме юрӑхлӑ ҫӗрсем сарӑлса выртаҫҫӗ. Уйсем ытларах енӗпе юханшывсем тата ҫырма-ҫатра хӗррипе вырнаҫнӑ.
Район тӑрӑх Кире шывӗ юхса иртет. Ытти юханшывсем пысӑках мар. Кунта Кӗҫӗн Ҫавал, Пӑла, Хум тата Кӗтне юханшывсен ҫӑлкуҫӗсем вырнаҫнӑ.
Чи вӑрӑмми — Кире. Унӑн юпписем — Муркаш, Савкка, Паральша. Кирепе ун юппийӗсем ҫинче ӗлӗк шыв арманӗсем ӗҫленӗ. Кире тӑрӑх вӑрман та юхтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӗсен шывӗсене усӑ курманпа пӗрех.
Юлашки ҫулсенче, уйрӑмах вӑрман нумай каснине пула, чылай юханшыв самай типнӗ. Тӗслӗхрен, авал Кӗтнепе Хум шывӗсем ҫинче 20 яхӑн шыв арманӗ ларнӑ пулнӑ.
Районта пӗвесемпе кӳлӗсен шучӗ 500 ытла.
Йӗпреҫ районӗнчи вӑрмансемпе хирсенче пурӗ 70 тӗрлӗ йывӑҫпа тӗмӗ тӗсӗ ӳсет. Лӑсӑллӑ тата хутӑш вӑрмансем нумай.
Хутӑш вӑрмансенче ытларах енпе хурӑн, ӑвӑс ӳсет. Ҫӑка та тӑтӑшах тӗл пулать. Юманпа мӑйӑр тӗммисем Йӗпреҫ вӑрманӗсенче сайра тӗл пулаҫҫӗ. Шыв хӗррине йӑмра, ҫӗмӗрт, хурлӑхан тӗммисем анлӑ сарӑлнӑ.
Лӑсӑллӑ вӑрмансенче хура ҫырла, кӗтмел, шур ҫырли, кӑвак ҫырла ҫырлисем ӳсеҫҫӗ.
Йӗпреҫ варманӗсенче кайӑк-кӗшӗк чылай. Ҫавах та, вӑрман пурлӑхне пӗлсе усӑ курманнине пула вӗсен йышӗ ҫулран ҫул чакса пырать.
Вӑрмансенче сайра хутра ҫӳлевӗҫе, тилле, упана (Пӑкӑян сунар патшалӑх заказникӗнче ҫеҫ!), пӑлана, косулӑна тӗл пулма пулать. Сунарҫӑсене вармансенче пӑши, хир сысни, пакша, тилӗ тытма ирӗк параҫҫӗ. Кашкӑрсен, мулкачсен, пакшасен йышӗ сахал. Кире, Кӗтне, Муркаш, Паральша шывӗсенче хӑнтӑрсем пурӑнаҫҫӗ.
Вӑрмансенче тӗрлӗ кайӑк нумай. Хальхи вӑхӑтра ӑсан, пӑчӑр сахалланса юлнӑран вӗсем ҫине сунара ҫӳреме чараҫҫӗ. Вӑрманти кӳлӗсенче кӑвакалсем йышлӑн пурӑнаҫҫӗ.
Район ҫӗрӗсем ҫӗр айӗнчи пурлӑхпа пуянах мар. Ҫапах та районта фосфорит, гипс, колчедан, торф, сапропель, известь, тӑм, хӑйӑр вырӑнӗсем пур.
Торфа уйсене сапаҫҫӗ, хӑйӑрпа тӑма вара ҫурт тунӑ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ.
XIV-XVI ӗмӗрсенче ку тӑрӑхсем «тискер уйӑн» ҫурҫӗр чикки шутланнӑ. Вӑл вӑхӑт районти топонимсенче те сыхланса юлнӑ. Тӗслӗхрен, Анатри Кӗлешкассипе Энтриел ҫумӗнчи Хум шывӗн пӗр юппин ҫырмийӗ «Калмак варӗ» (Калмӑк варӗ) ятлӑ.
XVI ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫуррийӗнчен пуҫласа ку тӑрӑха ҫынсем куҫса килме тытӑнаҫҫӗ — маларах Хум шывӗн хӗррипе вырнаҫаҫҫӗ. Чӑвашсем ҫурҫӗр-тухӑҫ тата тухӑҫри районсенче ытларах килеҫҫӗ, ҫавӑн пекех Хусанхыҫрисем те чылай кунта куҫаҫҫӗ.
Чи пӗрремӗш ялсенчен пӗри — Хумпуҫ Патӑрьел (Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнчен тухнисем). Ҫавӑн пекех Йӗпреҫ, Шӑрттан (Хусан таврашӗнчи чӑвашсем никӗсленӗ) вырӑнӗсенче тӗпленеҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтри Хум шывӗ хӗррипе Кирепе Сӑр шывӗсем патне ҫул иртнӗ пулнӑ. Кире патне ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫул икке юпленнӗ — пӗри Пӑрачкав енне («Хусан ҫулӗ»), тепри Сӑр енне («Чӑваш ҫулӗ») пӑрӑннӑ.
Куҫса килекен чӑвашсен иккӗмӗш хумӗ Кӗтне (Хурамал, Ирҫе Ҫармӑс, Кӗтне ялӗсем) шывӗ хӗррипе вырнаҫса тухать. Виҫҫӗмӗш хумпа килнӗ чӑвашсем Кӑшлавӑш юханшыв тӑрӑхне суйлаҫҫӗ — Пысӑк Упакасси, Шӗпекеч тата ытти ялсем никӗсленеҫҫӗ.
Йӗпреҫ ялне никӗслекенсем халап тӑрӑх Шупашкар таврашӗнчи (Кӑкшӑм ялтан) чӑвашсем пулнӑ. Куҫса килнисенчен пӗри Йӗпреҫ ятлӑ пулнӑ, иккӗмӗшӗ — Султан, виҫҫӗмӗшӗ — икӗ ывӑлпа килнӗ Уль тӑлӑх карчӑк, тӑваттӑмӑшӗ — Савкан хӗрарӑм. Султан Йӑмра ҫырми патӗнче тӗпленнӗ, Погребной ҫырма ҫывӑхӗнче — Савкан. Йӗпреҫ вара посёлокӑн хальхи вырӑнӗнче вырнаҫнӑ. Йӗпреҫ ялӗн киремечӗ Стемес ҫырминче пулнӑ тет.
Авал Йӗпреҫӗн уйӗсене Камай уйӗсем тенӗ.
2006 ҫулта районта пурӗ 175 суту-илӳ вырӑнӗ (лавккасем, суту-илӳ павильонӗсем, киосксем) пулнӑ. Вӗсенчен 61-шӗ районпотребпӗрлешӗвӗ шутне кӗнӗ. 2006 ҫулхи 10 уйӑх хушшинче районта 11 суту-илӳ вырӑнӗ уҫӑлнӑ — 60 ҫšн валли ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ.
Районти суту-илӳре пурӗ 585,3 млн. тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.